Асран тухмаççĕ Паттăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:59 Просмотров: 501

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти 7б класа çỹрекен Сюмбель Махмутова Беларуç тата Чăваш Республикисенчи шкулсенче вĕренекенсен "Çĕнтерĕвĕн пĕрлехи çулĕ" проектпа йĕркеленĕ наукăпа тĕпчев конференцине пысăк хастарлăхпа хутшăнса çĕнтерỹçе тухнă. Халĕ вăл Беларуç çĕршывне кайса курма путевка тивĕçнĕ.

Сюмбель ĕçе историпе обществознани учителĕпе Гузелия Сабитовăпа пĕрле хатĕрленĕ. Вĕренекен унта Чăваш Енре çуралнă паттăрсем Беларусь Республикине хăтарма мĕнле хутшăнни çинчен çырса кăтартнă пулнă.

"Эпĕ ентешсем çинчен çыратăп..." номинацире Сюмбель хăйĕн мăн аслашшĕн çарти çулне çутатнă. Аксакалсен аса илĕвĕсемпе пĕрлех "Халăх астăвăмĕ", "Вилĕмсĕр полк", "Халăх паттăрлăхĕ" сайтсен архив материалĕсемпе те усă курнă. Çакă паттăрсене асран кăларманнине çирĕплетет. Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патариотизм çулталăкĕсенче питех те пысăк çитĕнỹ вĕренекенĕн

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика