"Волга" çăмăл автомашинăн кăшкарĕ хăçанччен çул хĕррине нĕрсĕрлетĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:54 Просмотров: 465

 Ку чухне никам та хăйĕн кивĕ автомашинине е унăн кăшкарне çынсем иртсе çỹрекен çул хĕррине е ытти çĕре кайса пăрахса хуçасăрлантармасть-тăр. Ун валли урăх вырăн та тупма пулать. "Хурçă учĕ" ытла та ватăлнă пулсан, тимĕр-тăмăр йышăнакан пункта парса укçа-тенкĕ тума май пур. Патăрьелĕнчи каяш шывсене тасатакан сооружени патне каякан çул хĕрринче, "Автомойка" çывăхĕнче вырăн тупнă "Волга" çăмăл автомашинăн кăшкарĕ тавралăха тахçантанпах, темиçе çул ĕнтĕ нĕрсĕрлетсе тăрать. Машина хуçи ăна кунта килсе пăрахиччен тỹрех вторчермет кантурне кайса парайман-шим? Е кĕмĕлĕ те кирлĕ пулман? Паян кунтан иртен-çỹрен е ятарласа çак вырăна килекенсем ăна тĕрлĕ çỹп-çап тăкмалли "контейнера" çавăрнă. Машинăн багаж хумалли вырăнĕ пĕтĕмпех бутылкăпа тулнă, кабининче кивĕ кустăрмасем, ытти ăпăр-тапăр... Кун пекех пулсан малашне çак вырăн çỹп-çап тăкмалли вăрттăн полигона та çавăрăнĕ...

(Хамăр корр)

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика