3-4 классенче вĕренекенсем валли йĕркеленĕ ХХХ интеллектуаллă вăйăсен иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Хальхинче çитĕнекен ăру математика, вырăс чĕлхи, литература вулавĕ, таврари тĕнче (окружающий мир) предмечĕсемпе тупăшрĕ.
Тĕп тĕллевĕ вара, паллах, пултаруллисене палăртасси, ачасен çак предметсене вĕренес туртăмне ỹстересси пулчĕ. Интеллектуаллă вăйă вăл пĕлĕве тĕрĕслеме, шухăшлава хăвăртлатма, пĕтĕмлетỹ тума хăнăхтарать. Вĕсене кашнийĕ хутшăнсан аван, портфолиона та пуянлатма пулать.
Вăйăсене республикăри муниципалитетсемпе хуласенчи 3121 ача хутшăннă. Çав йышра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4 класран 6 ача явăçнă. Вĕсен ĕçне ăста экспертсем хак панă. Богдан Абужаров таврари тĕнче (окружающий мир) предмечĕпе пĕрремĕш, Василиса Иванова математикăпа, Ильяс Якушев вырăс чĕлхипе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Анна Карсаковăпа Емельян Цветков призерсем пулнă (ертỹçисем С.Уруковăпа И.Ялукова).
Пĕрремĕш тапхăрĕнче те çитĕнỹсем пулнăччĕ. Екатерина Медведева çĕнтерỹçе, Дмитрий Цветков призера тухнăччĕ.
Светлана СЕРГЕЕВА
Май 2025 |