Сывлăхĕсене çирĕплетĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:53 Просмотров: 415

Çуллахи кану вăхăтĕнче ачасем сывлăха çирĕплетекен лагерьсене çỹреççĕ. Вĕсене кăçал та 16 вĕренỹ учрежденийĕнче йĕркелеме йышăннă. 807 ача канĕ унта. Çак ыйтупа семинар ирттернĕ.

Çавăн пекех муниципалитет округ тулашне каймалли путевкăсем те пур. Вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика пайĕн специалисчĕ Любовь Титова вĕсем пирки те каласа кăтартнă семинарта.

 Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Светлана Петрянкина ачасен çуллахи канăвне йĕркеленĕ чухне санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнмалли пирки чарăнса тăнă.

Администрацин çул çитмен ачасен ĕçĕсене тимлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен сектор заведующийĕ Лариса Комиссарова иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май уйрăмах кану вăхăтĕнче çул çитмен ачасен комиссийĕнче шутра тăракан тата йывăр лару-тăрура пурăнакан çитĕнекен ăрупа тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă.

Халăха социаллă ыйтупа тивĕçтерекен учрежденин уйрăм заведующийĕ Ирина Чиркина йывăр лару-тăрура пурăнакан çитĕнекен ăру çулталăк тăршшĕпех тимлĕхре пулнине палăртнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика