Типĕ курăка çунтарма юрамасть!

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:48 Просмотров: 430

Иртнĕ канмалли кунсенче çанталăк типĕ те уяр пулнăран, ялсенче çынсем чылайăшĕ субботник йĕркелерĕç, уйрăм хушма хуçалăхсенче, урамсемпе тăкăрлăксенче те тасатрĕç. Çут çанталăк чĕрĕличчен тавралăха тирпей-илем кĕртни, паллах, кирлĕ. Ырă ĕçе малалла та пурнăçламлла. Çапах та çỹп-çапа, типнĕ курăка пуçтарса çунтарни инкек патне те илсе пыма пултарать. Акă, иртнĕ шăматкунпа вырсарникун Патăрьелĕнче çеç (Карл Маркс тата Советская урамсенче) типнĕ курăка çунтарса пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă, ятарлă службăна та чĕнсе илме тивнĕ.

Çĕнĕ Ахпỹртре вара çỹп-çап çунтарнă хыççăнхи сỹнсе пĕтмен кĕлне е чикарккă тĕпне контейнера пăрахса хăварнăран çỹп-çап пуçтармали пластик ешчĕк çунса кĕлленнĕ. Çакă та чăн малтанах çынсен асăрханусăрлăхĕпе, явапсăрлăхĕпе çыхăннă.

Телее тенĕ евĕр, çак тĕслĕхсем республикăра пушар хăрушлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнмалли ятарлă тапхăр пуçланиччен (апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçланчĕ) пулнă. Малашне йĕркене пăхăнман граждансене те, должноçри çынсене те, юридика сăпатĕнчисене те йĕркене пăхăнманшăн тỹлеттерекен штрафсем икĕ хут пысăкланаççĕ. Çавăнпа та типнĕ курăка çунтарма, чикарккă тĕпне унта-кунта пăрахса хăварма юрамасть! Пĕчĕк ачасем алла шăрпăк тытни те инкек патне илсе пыма пултарать.

Вут-çулăм алхасни пысăк тăкакпа çеç мар, çыннăн пурнăçĕпе те çыхăннă. Çавăнпа та кашни çын ку тĕлĕшпе яваплăха ỹстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ!

 Григорий КАЛЛИН, муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру тата ятарлă программăсен пай начальникĕ

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика