Кĕрлеççĕ тракторсем уйра

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:42 Просмотров: 421

Олег Николаев,

 ЧӑвашРеспубликинПуҫлӑхӗ:

- Республикёри агропромышленность комплекс.пит. пысёк хёвёртлёхпа аталанать? Ман шутпа, отрасль çитĕнĕвĕсене тухăçлăх кăтартăвĕсем уççăнах палăртаççĕ. Юлашки пилĕк çулта тĕш тырă тухăçлăхĕн вăтам кăтартăвĕ, малтанхи пилĕк çулпа танлаштарсан - 22 процент, пахча çимĕçĕн - 18 процент, хăмлан - 4 процент, вăтам сăвăм шайĕ 32 процент чухлĕ ỹснĕ.

 (Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран)

 Апрелĕн 2-мĕшĕнче Сăкăтри "Красное Знамя" хуçалăх округра пĕрчĕл- лĕ культурăсене пĕрремĕш акма тухнă. Çурхи тулла 30 гектар ытла никĕсе хывнă.Кĕрхи культурăсем округра 2134 гектар йышăнаççĕ. "Россельхозцентр" учрежденин филиалĕн специалисчĕсем çак кунсенче вĕсем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен сивĕ тапхăра 46 проценчĕ - лайăх, 46 - вăтам, 8 проценчĕ начар чăтса ирттернине палăртнă. Калчасене минераллă удобренипе апатлантарма пуçланă. Ĕнерхи куна ку ĕçе 1500 гектарта пурнăçланă.

Ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи çĕртмене сỹрелеме те пикеннĕ. Сăмах май, округра усă курмалли чи пысăк лаптăк "Исток" çĕр ĕç фирмин. Хуçалăхăн 3000 гектара яхăн кăпкалатмалла, 400 гектарта ĕçе пурнăçланă. Техника шавĕ уйра куллен вăй илсе пырать.

Кăçал çанталăк ир ăшăтнăран çурхи ĕçсем ытти çулхисенчен маларах пуçланчĕç. Округра, çавăн пекех республикăра та сухан вăрлăхне акма пĕрремĕш Татмăшри Александр Солдатов фермер тухнă. Пилĕк гектар никĕсе хывма палăртнă, ăна пурнăçланă. Муниципалитетра асăннă культурăна 600 гектар акма планланă.

Фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм çынсем вăрлăх тума сухан лартма пикеннĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика