ТЕРРОРИЗМ - этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх, инкек кăларса тăратакан усал пулăм. Унтан пĕрлехи вăйпа асăрханасси, инкек-синкеке вăхăтра сирсе ярасси паян пирĕн çĕршывшăн тĕп тĕллев пулса тăчĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи террора хирĕç кĕрешекен комиссинче те тăтăшах хамăр тăрăхра тăнăç та лăпкă пурнăç пултăр, тĕрлĕ наци халăхĕ яланхи пекех пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, пĕр-пĕрин культурипе йăли-йĕркине хисеплесе пурăнтăр тесе тĕрлĕрен ыйтăва сỹтсе яваççĕ. Халĕ, акă, тĕп тĕллев - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса чыслăн кĕтсе илсе уявласси. Комиссин иртнĕ ларăвĕнче ытти темăпа пĕрлех шăпах çак ыйтăва та сỹтсе явнă.
Май 2025 |