Ултавран упранасси - пĕрлехи ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:40 Просмотров: 424

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи полицин начальникĕн çумĕ Алексей Быков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн муниципалитет округĕнче те кибермошенниксен серепине çакланса шар куракансем йышлансах пыраççĕ.

Акă, нумай пулмасть çеç полици сотрудникĕсем тепĕр тĕслĕх пирки уголовлă ĕç пуçарнă. 10 çулхи хĕрачан ашшĕ-амăшĕ вĕсен ячĕпе 200 пин тенкĕ ытла кредит илнине пĕлсен округри йĕрке хуралçисем патне заявленипе тухнă. Хĕрача онлайн-вăйăра мошенниксемпе çыхăнăва кĕнĕ, вĕсемпе çырса, çыхăнса тăнă. Шкул ачи вăйă валютине илнĕ хыççăн ултавçăсем ăна суйса ашшĕ-амăшĕн укçи-тенкине мошенниксенчен упраса хăвармаллине ĕнентернĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен хĕрача вĕсем каласа тăнипе ашшĕн банк карттине илнĕ те кирлĕ даннăйсене вĕсене каланă. Лешсем вара çийĕнчех ун ячĕпе кредит илнĕ...

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика