"Паттăр" спорт шкул базинче арçын ачасем хушшинче Чăваш Республикинче Корэш енĕпе мала тухассишĕн турнир иртнĕ. Ку спорт енĕ уйрăмах кăнтăр енчи муниципалитет округĕсенче анлăн сарăлнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсем кĕрешес енĕпе Раççейре те курăмлă. Марат Купкеновпа Ринас Садаров - тĕнче чемпионĕсем. Унсăр пуçне Ринас виçĕ хутчен тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи пулнă. Иртнĕ çул Шамиль Вахитов та тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи ятне тивĕçнĕ, спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Сабир Асейнов тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Паян та çамрăксем хăйсен кăтартăвĕсемпе савăнтараççĕ.
Турнирта 90 ытла кĕрешỹçĕ виçĕ ỹсĕм çулĕпе кавир çине тухнă. Çак ăмăрту апрель уйăхĕнче Раççейри турнира хутшăнма тивĕçекен çамрăксене палăртма та май панă. Çавăнпа та кашнийĕшĕ Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине лекессишĕн мĕн пур вăй-халтан тăрăшнă.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем тивĕçлĕ наградăсем илнĕ.
"Паян каччăсем илемлĕ те тивĕçлĕ кĕрешỹ кăтартрĕç. Эпир ăна тĕрлĕ енлĕ аталантарса пыма тивĕç",- терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Кореш федерацийĕн регионти председателĕ Фарид Чабатов ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ май
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
