Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулта Паттăрлăх орденĕн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Сымова асра тытса йăлана кĕнĕ шахмат турнирĕ иртнĕ. Унта паттăрăн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, çывăх çыннисем пулнă.
Турнира 28 шахматист хутшăннă. Тупăшакансен йышĕнче Тутарстан Республикинчи Пăва районĕн спортсменĕсем те пулнă.
Вăййа явăçакансем пысăк яваплăх туйса вылянă, çĕнтерỹ патне ăнтăлнă. Хĕрсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Ангелина Викторова (Первомайски), иккĕмĕшне Азалия Айзатуллова (Тутар Сăкăт), виççĕмĕшне Софья Краснова (Первомайски) тухнă.
Арçын ачасенчен Георгий Ерусланов малта (Пăва), Николай Селиванов (Первомайски) иккĕмĕшĕнче, Тимофей Краснов (Еншик) виççĕмĕшĕнче пулнă. Арçынсенчен Сăкăтри Анатолий Тинюкова çитекенни пулман.
Август 2026 |
