Хусанта Раççей Федерацийĕн тата Тутарстан Республикин халăх артисчĕ, Тутарстан Республикин Габдулла Тукай ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, "Халăхсен туслăхĕ", "Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн" тата "Хисеп палли" орденĕсен кавалерĕ, Хусан патшалăх культура институчĕн кафедра заведующийĕ Винера Ганиева профессор ячĕпе йĕркеленĕ тĕнчери вокалистсен XII-мĕш "Сандугач-Соловей" конкурс пĕтĕмлетĕвне тунă.
Унта хутшăннă Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Зулия Сультеева III степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçнĕ. Ăна сцена çине тухма Альбина Абитова музыка вĕрентекенĕ хатĕрленĕ.
(Хамăр корр)
Август 2026 |
