Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ачасен чĕринче патриотлăх туйăмне çуратас, çĕршыва хỹтĕлекенсемпе паллаштарас тĕллевпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе час-часах тĕл пулусем ирттереççĕ.
Нумай пулмасть 2 в класра вĕренекенсем неонацистсемпе хирĕç кĕрешекен, вăхăтлăх отпуска килнĕ Евгений Спиридоновпа иккĕмĕш хут тĕл пулчĕç. Иртнĕ çул та унпа шăпах çак вăхăтра курнăçнăччĕ. Салтак хальхи вăхăтра отпускра, вăхăчĕ хĕсĕккине пăхмасăрах шкула килме, пĕрремĕш вĕрентекенĕ патне кĕрсе тухма кашнинчех май тупать. Сăмах май,
Евгение пуçламăш класра эпĕ вĕрентнĕ. Вăл ачаллах Тăван çĕршыва, хамăр тăрăха юратнипе палăрса тăратчĕ. Евгений 1997 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Патăрьелĕнче çуралнă. Пĕрремĕш вăтам шкулта 9 çул вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти Транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Аллине диплом илнĕ хыççăн 2017-2018 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Салтак аттине хывсан Патăрьелĕнчи "Престиж" автошкулта мастерта тăрăшнă, пĕрлех куçăмсăр майпа Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Евгений Спиридонов 2022 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче мобилизаципе неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Ентеш "Ятарлă çар операцийĕн участникĕ", Георгий Жуков, "Çапăçусенче палăрнăшăн" медальсене, грамотăсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл çар ĕçĕсен ветеранĕ те.
Тĕл пулу уçă калаçу евĕр иртрĕ. Вĕренекенсем аслă юлташĕ каласа панисене, çар пурнăçĕнчи самантсене тимлесе итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Евгений пурне те тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ. Вăл салтаксем çырусем кĕтнине, вĕсем мирлĕ тỹпешĕн кĕрешме хавхалантарнине палăртрĕ, ачасене шкулта лайăх вĕренмеллине, спортпа туслă пулмаллине, çĕнĕ технологисене алла илме тăрăшмаллине, Тăван çĕршыва юратмаллине каларĕ.
Иккĕмĕш класра ăс пухакансем Евгений Владимирович валли парне те хатĕрленĕ. Салтакăн пурнăçĕпе паллаштаракан стена хаçачĕ тунă. Пурте пĕрле "Пирĕн çар" юрра шăрантарчĕç, унтан унпа пĕрле фашист юлашкийĕсемпе кĕрешекенсем валли çумра чиксе çỹремелли хỹтĕлевсем, парнесем пачĕç. Ачасем пĕчĕккĕ пулсан та Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле гуманитари пулăшăвĕсем хатĕрлеççĕ, çырусем çыраççĕ.
Уйрăлнă чухне вĕренекенсем Евгений Спиридоновпа пĕрле сăн ỹкерĕнчĕç, тетĕшне çĕнтерỹпе таврăнма сунчĕç.
Оксана ВАСИЛЬЕВА, класс ертỹçи
Август 2026 |
