Ку чухнехи пурнăçра мĕн пур сферăри ĕç тухăçлăхне хăпартасси цифровизаципе çыхăннă. Çавăнпа та ку енĕпе пĕлĕве ỹстерни кирлех. Çакă педагогсене те тỹрремĕнех пырса тивет. Çавăнпа хушма професси пĕлĕвĕ паракан обществăлла организацин "Регионти информатизаци вĕрентĕвĕн Академийĕн уйрăмĕ" "Воспитани ĕçĕнчи цифрлă креативлă технологисем" проектпа килĕшỹллĕн ялти учительсем валли квалификацие ỹстермелли курссем уçнă. Ку хутĕнче унăн занятийĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта иртрĕç. Унта информатика кафедрин профессорĕ Наталия Софронова "Шкул ачисемпе воспитани ĕçĕнче усă курмалли видеотехнологипе анимаци", И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, техника наукисен кандидачĕ Анатолий Бельчусов "Шкул ачисемпе воспитани ĕçĕнче усă курмаллии интерактивлă программа тата VR технологисем" темăпа мастер-класс йĕркелерĕç. Вĕсене Раççейри çĕршер учитель итлесе сертификатлă пулнă.
Вĕрентĕве Раççей Президенчĕн гранчĕсен тата Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин пулăшăвĕпе йĕркеленĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
