Лауреатсен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2025, 15:10 Просмотров: 243

 "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ" професси конкурсĕн республика шайĕнчи тупăшăвĕ Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкул базинче иртнĕ. Ăна 2022 çулта пуçарса янă. Тĕпре вĕрентекенсен малта пыракан опытне анлăн сарасси, ĕçлекенсене хавхалантарасси тăрать.

Конкурса муниципалитет округĕсенче çĕнтернĕ 23 вĕрентекен хутшăннă. Малтанхи кун конкурсантсем "Урок" тата "Класс сехечĕ" тĕрĕслевре хăйсен професси ăсталăхне, воспитани ĕçне мĕнле илсе пынине кăтартнă. Пĕрремĕш тур хыççăн ытларах балл пухнă пилĕк вĕрентекен конкурс лауреачĕсен йышне кĕнĕ. Вăл шутра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Наталия Путякова та пур.

Иккĕмĕш кунĕнче вĕрентекенсем мастер-классем ирттерсе хăйсен педагогикăри малта пыракан ĕçне çутатнă. Унтан вĕрентỹри тата воспитанири методикине кăтартнă.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика