Патăрьел муниципалитет округĕнче тĕрлĕрен темăпа çавра сĕтел йĕркелесси çирĕпленчĕ. Хальхинче Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче иртнĕ çакнашкал мероприяти пачах хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăчĕ. Уçă калаçу формипе йĕркеленĕ стратегилле сессие (ăна çапла ят панă) Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ сферăра тăрăшакан çамрăксем, çав вăхăтрах хисеплĕ ĕç ветеранĕсем те хутшăнчĕç. Çавра сĕтел хуçисене шухăшлаттаракан ыйту пуçа ватмалăх пур: тепĕр 10 çултан эсĕ Патăрьел муниципалитет округĕн аталанăвне мĕнле куратăн?
Муниципалитет малашлăхне вырăнлă, тухăçлă, юрăхлă, халăха кирлĕ пек татса парас тесен мĕнлерех ыйту тавра шухăша тĕвĕлентермеллине мероприяти модераторĕ, экономика наукисен докторĕ, Раççей академи наукисен представительствин руководителĕ Олег Асмус профессор залрисене пулăшса темăна уççăн палăртрĕ. Сессие хутшăнакансем ытларах хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăлатас, округа тата илемлĕрех, пуянрах тăвас тата пурне те кăсăклантаракан туризма аталантарас ыйтусене суйласа илчĕç.
Икĕ сехет ытла тăсăлнă хĕрỹ калаçура çивĕч шухăшсем çуралчĕç. Проектсене хỹтĕлекенсем пĕри те тепри хăйсен программипе тĕплĕн паллаштарчĕç, вĕсене тарăннăн ăнлантарса, пĕлтерĕшне, халăх пурнăçне хăтлăлатма кирлине уçса пачĕç. Авторсене итлесе ларма, округ малашлăхне куç умне кăларса тăратма кашнинех çав тери кăсăклă пулчĕ. Çичĕ сĕтел тавра пуçтарăннă округ хастарĕсем хамăр тăрăхри ырă малашлăхшăн 30 ытла проект сĕнчĕç. Модератор вĕсенчен хăшĕсене алă çупсах пахаласа йышăнчĕ, теприсене тĕплĕнрех хатĕрлеме сĕнчĕ. Шанас килет, стратегилле сессире çуралнă ырă шухăшсен пĕр пайĕ те пулин пархатарлă проект никĕсĕ пулни эпир пурăнакан тăван тăрăхăмăра малашне тата пуянрах курма май парĕ.
Сессире çуралнă программăсене пахаламасăр иртеймĕн: Патăрьелĕнче юхăнса ларакан унчченхи коммуналлă хуçалăхăн кантур çуртĕнчен çамрăк çемьесен центрне тăвасси, ун çывăхĕнчи юшкăнпа тулса ларнă кỹлле тасатса унăн таврашне чĕрĕлĕх кĕртесси, хăтлăлатасси; Кепе çыран хĕррине тирпейлесе кану вырăнĕ, кунтах спорт тата вăйă лапамĕ, кафе тата ытти уçасси; хăна çурчĕсемлĕ, магазинсемпе пуян кану вырăнĕ, экоял йĕркелесси... Çавăн пекех çавра сĕтел тавра çуралнă хĕрỹ калаçури программăсенчен пĕри - Пикшикри йĕлтĕр трассине ку чухнехи условипе кирлĕ пек хăтлăлатасси, çулталăкĕпех çырла çитĕнтерекен теплицăсем уçасси тата ытти те пулчĕ. Кашни проект хăйнеевĕрлĕхпе, округăн ырă пуласлăхĕпе çыхăнчĕ. Модераторпа пĕр йышпа килнĕ команда членĕсем проектсене мĕнле пурнăçа кĕртме май пулнине, малашлăх программăсене мĕнле суйласа илмеллине ăнлантарчĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
