Çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси техникăран та нумай килет. Çавна май яваплă тапхăр умĕн çулленех ятарлă комисси ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен, пĕрлех уйрăм çынсен техникине те тĕрĕслет. Кăçал 2000 яхăн единица техника пăхмалла. Комисси членĕсем пĕрлех вăрлăх мĕн чухлĕ хатĕрленипе, çунтармалли-сĕрмелли материал, удобренисем мĕн чухлĕ туяннипе кăсăкланаççĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх техника тĕрĕслевĕ кăçал та Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹрен пуçланчĕ. Хуçалăхра çулленех тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене тивĕçлĕ шайра юсаса, тирпейлесе хатĕррисен ретне лартаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса парка çĕнетсех пыраççĕ. "Хурçă утсем" тин çеç заводран тухнă пекех туйăнаççĕ.
Комисси членĕсем "Корма" çĕр ĕç фирмине, Мария Лаврентьева фермер хуçалăхне, "Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ" пĕрлешĕве, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче пулчĕç.
- Тĕрĕслевĕн пĕрремĕш кунĕнче 54 ытла единица техника пăхрăмăр. Хуçалăхсем çур акине яваплăха туйса хатĕрленнине палăртма кăмăллă, - терĕ Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ - аслă инспектор Сергей Сафьянов.
Муниципалитетра техника тĕрĕслевĕ малалла пырать, комисси членĕсем ытти хуçалăхсен паркĕсене те çитеççĕ, уйрăм çынсен тракторĕсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрĕсене те пăхаççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
