РФ Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Патăрьел муниципалитет округĕн Клиент службин лапамĕнче аслă ăрурисем валли центр уçăлчĕ.
Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев, тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ Елена Маурина, "Батыревский" шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн обществăлла йĕркелĕх сыхлавĕн пайĕн çумĕ Алексей Быков, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная турăшĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, округри пенсионерсен канашĕн председателĕ Полина Логунова, ĕç тата вăрçă, право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Иван Хитров, куç курманнисен обществин вырăнти организацийĕн председателĕ Валерий Сидоров, хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен канашĕн ертỹçи Сергей Шадиряков, çавăн пекех хастар пенсионерсем хутшăнчĕç.
- Аслă ăрурисем валли çакнашкал центр уçнишĕн хĕпĕртемелĕх пур. "Çемье" наци проекчĕ пурнăçа кĕрет. Çынсем ỹсĕм çулне кура мар ытларах пĕлме, тивĕçлĕ условинче пурăнма пултарччăр. Кунта вĕсем пĕр-пĕринпе курнăçма, калаçма, компьютерпа усă курма вĕренме, мастер-классем ирттерме майсем уçăлаççĕ,- терĕ Рудольф Селиванов.
Центра уçнă май аслă ăрурисен пĕр-пĕринпе калаçса хутшăнмалли майсем туса памалли килĕшỹсем çырчĕç.
Центрпа управлени начальникĕн клиент службин ĕçĕсене йĕркелекен çумĕ - Канаш хулинчи клиент службин ертỹçи, Чăваш Республикинчи центр координаторĕ Дамир Сабиров паллаштарчĕ.
Компьютер студийĕнче реабилитацин техника хатĕрĕсене маркетплейс урлă туянмалли мастер класс иртрĕ.
Пухăннисене Туçари Виталий Глинкин ертсе пыракан "Çăлкуç" ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
