Çурхи кун калчаллă, кĕрхи кун кĕлтеллĕ пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2025, 15:06 Просмотров: 195

Патăрьел муниципалитет округĕнче ку таранччен çурхи ака-сухана хатĕрленсе чылай ĕç пурнăçланă пулин те ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче уй-хирте техника шавĕ пуçланиччен тĕп специалистсем - агрономсемпе инженерсем - пуçтарăнса умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни кирлех. Шăпах çак тĕллевпе пуçтарăнчĕç те вĕсем Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулне.

Конференцин пĕрремĕш пайĕ округ центрĕнчи лапамра йĕркеленĕ ку чухнехи çĕнĕ техникăсен куравĕнчен пуçланчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ултă хуçалăх "АгроТехнологи", "Агроснаб", "Авант", "ЧувашАгроКомплект" компанисенчен туяннă хăватлă тракторсем- пе кăçалхи çур акине хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Конференцин пленарлă пайне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи Россельхознадзор управленийĕн ертỹçин çумĕ Николай Романов, "Россельхозцентр" ФГБУн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçин çумĕ Олег Исаев, патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекторĕ Сергей Сафьянов, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсемпе инженерсем хутшăнчĕç.

Çур аки умĕнхи тĕл пулăва хутшăннисене Патăрьел мунициалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пай начальникĕ Юлия Селиванова Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ака-суха умĕнхи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕрчĕллĕ тата пропашной культурăсен акмалли-лартмалли лаптăкĕ чакман. Иртнĕ эрне тĕлне тĕрлĕ йышши минераллă удобренисене кирлин 54 процент кỹрсе килнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те янтăласах пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем ку ĕçпе малалла та ĕçлеççĕ.

Çур акин пахалăхĕ, культурăсен тухăçĕ лайăх вăрлăхран килет. Россельхозцентр кăтартăвĕпе мĕн пурĕ 4530 тонна вăрлăха тĕрĕслеттернĕ (142 процент), кондицие ларнă вăрлăхсем 100 процент. Çанталăк условине кура çĕр ĕçченĕсем кăçалхи çур акине апрелĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнче тухма май пулать тесе шутлаççĕ. Сăмах май, "Батыревский" пĕрлешỹре 442 гектарта кĕрхи çĕртмене, "Куснар" çĕр ĕç фирминче 200 гектарта нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарма та ĕлкĕрчĕç.

- Юлашки çулсенче ял хуçалăх продукчĕсене тирпейлекен предприятисем те начар мар аталанса пыраççĕ. Ку чухне цифровизаци технологийĕ пурнăçăн кашни сферинчех пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăчĕ. Ял хуçалăх отраслĕ те çак çĕнĕ мелпе усă курса аталанма пуçларĕ. Паян пирĕн округри аграри секторĕ те ĕç продуктивлăхне ỹстерес тĕллевпе çĕнĕ çул-йĕрпе тимлет, шанчăклă та тухăçлă мелсене çеç усă курать. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсене малалла аталанмалли, ака-суха, вырма ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме пулăшакан мел,- терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те çур акине кĕске вăхăтра тата ăнăçлă ирттерсе яма сунса.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика