Чăваш Ен Пуçлăхне суйланма хутшăнассине ырланă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2025, 15:05 Просмотров: 232

 Çĕршыв ертỹçи Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче регион ертỹçин ĕçне пысăк хак панă.

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин мартăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă. Регион ертỹçи республикăн юлашки пилĕк çулхи аталанăвĕпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен çак тапхăрта, пĕтĕмĕшле регион продукчĕн калăпăшĕ 1,85 хут, промышленность продукцийĕн калăпăшĕ 2,3 хут ỹснĕ. Бюджетри хамăр тупăшсем 2,1 хут ỹснĕ.

"Олег Алексеевич, татса паман ыйтусем яланах нумай, çавна май ку лару-тăру тимлĕ пулма ыйтать. Анчах эсир ку енĕпе тăрăшатăр, çавна май сирĕн ĕç кăтартăвĕсем те пĕтĕмĕшле начар мар. Малашлăхра çитĕнỹсем сунатăп сире", - тенĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

"Ку пысăк яваплăх, çак шанăçа тỹрре кăларас тата Чăваш Ен ырлăхăшĕн малалла та ĕçлес тесе эпĕ пĕтĕм вăя хума хатĕр", - тенĕ Олег Николаев çĕршыв ертỹçине тав тунă май.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра логистика центрĕсенче тата пысăк предприятисенче, апат-çимĕç оборудованийĕнче кирлĕ 7 производство кластерне йĕркелени пирки каласа панă.

Агропромышленность комплексĕнче аш-какай, тырă тата çăмарта туса илессин кăтартăвĕсем 100 процентпа танлашаççĕ. Инвестицисем 1,7 хут ỹснĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 200 млрд тенке яхăнлăх 174 проект пурнăçа кĕрет. Чăваш Енре туризм та начар мар аталанать. Туристсен юхăмĕ 1,7 хут ỹснĕ. Атăл тăрăх килесси тăватă хут ỹсни Хусанпа Шупашкар хушшинче шыв транспорчĕн çыхăнăвне йĕркеленипе çыхăннă.

Республикăра социаллă сферăри ырă улшăнусем те куç кĕретех. Акă, юлашки пилĕк çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн 291 объектне, спорт инфратытăмĕнчи 98 объекта тĕпрен юсанă е çĕнĕрен çĕкленĕ. Çавăн пекех тăхăр шкул хăпартнă, 111-не тĕпрен юсанă. Культура сферинче 452 объектра юсав ирттернĕ, 35 çĕнĕ культура çурчĕ çĕкленĕ.

Палăртса хăваратпăр, регион правительстви Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртни республикăна малашне вăй-хăвата аталантарма тата экономика кăтартăвĕсене ỹстерме май парĕ.

 (Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика