ЮЛАШКИ çулсенче çамрăк арçын ачасем икĕ урапаллă тĕрлĕ йышши мотоциклпа, мопедпа кĕрлеттерсе ярăнса çỹресси модăна кĕчĕ. Вĕсем кăнтăрла та, çĕрле те тĕлли-паллисĕр унталла та кунталла çил пек вĕçтерсе çỹреççĕ. Руль умĕнче мăнаçланса ларса пыракансем ытларах çул çитмен ачасем. Çакскерсен техникăпа çỹреме ирĕкĕ те, опычĕ те çук темелле. Çапах ашшĕ-амăшĕ вĕсене çапла теветкеленме ирĕк парать. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Марат Юнусов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, гаишниксем хальхи вăхăтра кăнтăрла та, каçхине те мотоциклистсене лăплантарас тĕллевпе рейдсем йĕркелеççĕ. Кашнинчех çул çитмен пĕр е икĕ ачана тытса чараççĕ, ашшĕ-амăшне чĕнтереççĕ, административлă протоколсем çыраççĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн вара "Шумахерсен" киленĕвĕ питĕ хака та (30 пин тенкĕ таран штраф) кайса ларма пултарать.
Август 2026 |
