ÇУРКУННЕ вăй илсе пынă май урамсенче уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем те, коллективсем те унта-кунта субботниксем йĕркелени курăнать. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çынсем тавралăх тирпей-илемĕшĕн кар тăнине ырламалла çеç. Çут çанталăк чĕрĕлсе ешĕл тум тăхăниччен юр айĕнче хĕл каçнă ăпăр-тапăра пуçтармаллах. Анчах та çулçă таврашĕпе типĕ курăка контейнера тултармалла мар! Вĕсем тислĕк купи çинче те лайăх çĕреççĕ. Сад пахчине тасатса хăрăк туратсене каснă хыççăн та çỹп-çап пуçтармалли обществăлла ешчĕке пăрахма юрамасть. Хуçалăхра вĕсене усă курма та май пур.
Акă, Патăрьелĕнчи Арбат лапамĕ çывăхĕнчи Киров тата Комаров урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти контейнерсем çумĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕр пы-ысăк купа пан улми йывăçĕн тунисемпе турачĕсем сапаланса выртаççĕ. Кун пирки пĕлтĕр те "Авангард" хаçатра çырнăччĕ-ха... Çакна пырса пăрахакан хуçан пичĕ те хĕрелмест-ши? Çавна пула çак площадкăра час-часах тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Юлашки вăхăтра тата кивелнĕ сĕтел-пукана ешчĕк çумне пырса пăрахакансене те асăрхама пулать. Паллă ĕнтĕ, çỹп-çап пуçтаракан машина ăна тиесе каяймасть. Ăна май пур таран пайламалла, вĕтетмелле... Е хуçасен кирлĕ мар япалине хăйсенех полигона кайса тăкмалла.
Август 2026 |
