ÇАК кунсенче Чăваш Енри поварсем кулинари чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Шеф-поварсем хушшинчи Пĕтĕм Раççейри "Chef ala Russe" уçă чемпионат Мускаври "Крокус Экспо" курав центрĕнче иртнĕ. Чăваш Енĕн чысне хỹтĕлесе профессилле пысăк ăсталăхпа палăрнă командăра пирĕн ентеш Алексей Шугуров та пулнă. Вăл Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ. Хастар каччă час-часах тĕп хуламăрта иртекен профессилле конкурссене хутшăнса палăрать, кооператив техникумĕнчи студентсем хушшинче мастер-классем те ирттерет. Тĕрлĕрен çимĕçрен сĕтеклĕ те тутлă, куçа илĕртекен апат-çимĕç хатĕрлесси çамрăк поваршăн пысăк ăсталăх çеç мар, чун киленĕçĕ те.
Август 2026 |
