Çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, СССР чемпионки, СССР тата тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи, тĕнче рекордсменки, пилĕк çухрăма утас енĕпе Европа тата СССР рекордсменки, Чăваш АССРĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăп аспортăн отличникĕ, çăмăл атлетика енĕпе тĕнч ешайĕнчи судья Александра Тимофеевна Деверинская(19.03.1960) 65 çул каялла Первомайскинче çуралнă.
Александра Деверинская И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче нвĕренсе тухнă. 1981-1986 çулсенче Шупашкарти ДСО "Буревестникра" инструктор, 1986-1990 çулсенче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнч ифизкультурăпа спорт комитетĕнче инструктор, 1990-2001 çулсенче Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче физкультура преподавателĕ, 2001-2002 çулсенче Республикăри хăвăрт утакансен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ, 2002-2007 çулсенче кунтах директор пулса ĕçленĕ. 2007-2017 çулсенче Раççей кооперации университечĕн Шупашкарти институчĕн физкультурăпа спорт кафедрин доценчĕ пулса тăрăшнă.
Пирĕн ентешĕмĕр Чăваш Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Апрель 2025 |