Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар теççĕ пулин те, мĕн ватăличчен мăшăрпа пурăнни, ачасемпе мăнуксен савăнăçне пайласа вăй-хăват илни - пысăк телей. Ку тĕлĕшпе хисеплĕ педагогсем - Козловка-Пăлаккассинче пурăнакан Арсентий Ивановичпа Зоя Александровна Хитровсем - кăтартуллă çемье (сăн ỹкерчĕкре). Пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурăнакан мăшăр утмăл çул пĕр сукмакпа алла-аллăн утать.
Вĕсем иккĕшĕ те Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 40-шер çула яхăн ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, тыл хастарĕсем.
Çемье пуçлăхĕ ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, музыка урокĕсене те ертсе пынă. Арсентий Иванович вĕрекенсене мĕн ачаран тăван чĕлхе культурине, тăван халăхăн йăли-йĕркине ăша хывма хăнăхтарса ỹстернĕ. Çавна май унăн урокĕсем яланах кăсăклă, пуян иртнĕ. Хальхи вăхăтра вăл вĕрентнĕ выпускниксем паян республикăра сăмах ăстисем, журналистсем, поэт-писательсем пулни те çакнах çирĕплетет. Ку тĕлĕшпе педагог хăйĕн вĕренекенĕсемпе мăнаçланма пултарать.
Шкулти тĕп ĕçпе пĕрлех вăл общество пурнăçне те хастар хутшăннă, художество пултарулăх коллективĕнче хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Пĕр вăхăт Патăрьел районĕнчи халăх сучĕн суд исполнителĕ пулса та тăрăшнă.
Зоя Александровна та çак шкула ĕçлеме килсе чун варлипе паллашнăранпах мăшăрĕпе пĕр коллективра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл кĕçĕн класра вĕренекен кашни ачан пĕлỹ никĕсĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшнă.
Хисеплĕ мăшăр виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Людмилăпа Марина ашшĕпе амăшĕн профессинех суйласа илнĕ, педагогсем, Сергейпе Наталия - предпринимательсем.
Çак кунсенче хисеплĕ мăшăра Туçа территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Мальцевапа Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Каргин бриллиант туй ячĕпе саламланă, Арсентий Ивановича "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа - 80 çул" медальпе чысланă.
Альбина ЕГОРОВА
Апрель 2025 |