Диетологсем сывлăхшăн усăллă, çавăн пекех ĕмĕре вăрăмлатма пулăшакан çимĕçсен шутне çаксене кĕртеççĕ:
1. Хĕрлĕ шалча пăрçи - белокпа клетчатка çăлкуçĕ.
2. Петрушка С тата А витаминпа пуян, организма тимĕрпе тивĕçтерет.
3. Пĕрчĕллĕ çăкăр япаласен ылмашăнăвне, вар-хырăм ĕçне лайăхлатать.
4. Ыхрара ракпа кĕрешекен япаласем пур.
5. Хуппипе çинĕлимон ỹтре усал шыçă клеткисем аталантарасран сыхлать.
6. Чили пăрăç юнри инсулина хăвалать, ỹт хушассинчен сыхлать.
7. Хура тул çăнăхĕнчен хатĕрленĕ лапша тимĕрпе, протеинпа, клечаткăпа пуян.
8. Шампиньон иммун тытăмне йĕркелет.
9. Тĕттĕм шăккалат холестерин шайне чакарать, инфарктран сыхлать. Унсăр пуçне эндорфин шайне ỹстерет.
10. Кĕвĕлнĕ сĕт вар-хырăма ĕçлеме пулăшать, организма тасатать. Ăна çывăрма выртас умĕн 1-2 стакан ĕçмелле.
Апрель 2025 |