Алексей Кокель художник ячĕ тĕнче шайне çĕкленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:39 Просмотров: 220

Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, чаплă художник Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 145 çул çитнине унăн тăван çĕршывĕнче - Турханта - чыслăн паллă тунă.

Алексей Кокель чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ çынсенчен, пирĕн халăхăн академи пĕлĕвĕ илнĕ чи малтанхи ỹнерçисенчен пĕри.

Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Питĕр хулинче аслă пĕлỹ илнĕ, унтан Харьковра ỹнер институчĕн пĕрремĕш ректорĕ пулнă сăрă ăстин ятне вилĕмсĕрлетес тесе çулсеренех вăл çуралнă ялта художниксен пленэрне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнакан 200 е яхăн сăрă ăсти ку таранччен Алексей Кокелĕн пĕчĕк çĕршывне, Юхмапа Пăла тăрăхне, унăн паттăрĕсене сăнлакан нумай ỹкерчĕке асăнмалăх пир çине куçарнă.

 Унăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр упрас тĕллевпех Шупашкарта, çавăн пекех Турханта та урамсене художник ятне панă. Тăван ялĕнче тĕпрен юсаса çĕнетнĕ музей те туристсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ культура объекчĕ пулса тăчĕ.

Алексей Кокеле асра тытса йĕркеленĕ юбилей мероприятине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, Турхан территори пайĕн пуçлăхĕ Алина Антонова, Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕн ертỹçи, культурологи докторĕ, Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Васильев, тĕп хуламăртан килнĕ ытти паллă çынсем хутшăннă.

Мероприятие хутшăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн музей-çуртпа, ỹнерçĕсен, Турханти художество шкулĕн филиалне çỹрекен çамрăк сăрă ăстисен ĕçĕсемпе паллашнă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика