Ăсталăхĕ пуртан

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:37 Просмотров: 230

Çамрăксене театр искусствине юратма хăнăхтарас, хăйсен ăсталăхне малалла аталантарма условисем туса парас тĕлĕшпе республикăра вĕрентỹ организацийĕсем хушшинче чи лайăх плакат е афиша хатĕрлес тĕлĕшпе конкурс иртрĕ. Унта 53 ĕç кĕчĕ. "Театраллă Атăлçи" фестиваль Атăлçи федераци округĕнче Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пулăшăвĕпе иртет.

 Конкурса тăратнă ĕçсенчен вуннăшне суйласа илнĕ. Вĕсем Чăваш Ен чысне финалта хỹтĕлеме тивĕç. Вăл март уйăхĕн вĕçнелле пулмалла. Вĕсен хушшинче Аслă Чементи вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Полина Волкова ĕçĕ те пур. Ертỹçи вара Надежда Кошелева.

Афишăна "Француз чĕлхин урокĕсем" спектакль тăрăх хатĕрленĕ. Çак ĕçпе вĕсем "Асам" фестивалĕн муниципалитет округĕн шайĕнчи тупăшура çĕнтернĕччĕ. Маттур, Полина.

Надежда ВАСИЛЬЕВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика