Пурнăçланă ĕçсем сахал мар

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:34 Просмотров: 245

Культура ĕçченĕсен кунĕ çывхарса пынă май муниципалитет округĕнчи культура сферин аталанăвĕ пирки чарăнса тăрас килет. Паянхи куна муниципалитет округĕн централизациленĕ клуб системинче 19 культура çурчĕпе 28 клуб ĕçлет. Халăх çавăн пекех 29 библиотекăпа 6 библиотека пунктне, "Çăкăр" этнографи, Алманчăри краеведени, Турханти А.Кокель музейĕсене килĕштерсе çỹрет.

 Культура ĕçченĕсем асра юлмалли мероприятисем сахал мар йĕркелеççĕ. Ĕçе çĕнĕлĕхсем те кĕртеççĕ. Интернет-концертсем, онлайн мастер-классем, викторинăсем йăлана кĕрсе пыраççĕ. Иртнĕ çулхи асра юлнă хăш-пĕр мероприятисене палăртар-ха: "Раççей çăлкуçĕсем - Чăваш Ен çăлкуçĕсем", "Кинофильмсенчен илнĕ юратнă юрăсемпе ташăсем", "Черчен чечексем", "Асамлă чаршав" тата вуншар ытти те. Мероприятисем республика шайне тухни савăнтарать те, хавхалантарать те.

"Чемен" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçи Анатолий Гаврилов, акă, республикăри яллă вырăнсенчи "Чи лайăх культура çурчĕн ĕçченĕ" ята тивĕçрĕ. Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕ Чăваш Енри хореографи коллективĕсем хушшинчи фестиваль-конкурсра Гран-прие тивĕçрĕ. Сăкăтри ачасен халăх пукане театрĕ "Асамлă чаршав" фестиваль-конкурсра пĕрремĕш степеньлĕ диплома илчĕ тата ытти те.

 Муниципалитет округĕнчи культурăпа кану центрĕсен çумĕнче тĕрлĕ клуб ĕçлет, вĕсене 3649 çын çỹрет. Пултарулăха аталантаракан 11 ушкăн "халăх" ятне тивĕçнĕ.

Иртнĕ çул культурăпа кану центрĕн пĕрлĕхĕ 6234 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 278806 çын пырса курнă. 2558-шне тỹлевлĕ ирттернĕ, 60594 куракана савăнтарнă.

Культурăпа кану учрежденийĕсенче 80 çын ĕçлет. Вĕсенчен саккăрĕшĕ "Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ.

Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 4 специалист к валификацине ỹстернĕ.

Культура учрежденийĕсен коллективĕсем патриотла, экологи, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçе илсе пыма тăрăшаççĕ. Ачасемпе, çамрăксемпе, çемьесемпе, ветерансемпе, аслă çулхисемпе ĕçлеççĕ. Массăллă мероприятисене çĕнĕ мелсемпе, вăхăт ыйтнипе килĕшỹллĕн ирттереççĕ. Муниципалитет шайĕнчи конкурссене çеç мар, ун тулашĕнчисене те хутшăнаççĕ.

 Библиотека ĕçченĕсем те наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ. Вулавăш çурчĕсене модернизациленĕ. Аслă Чемен тата Пăлапуç Пашьел ял библиотекисене пĕлтĕр тĕпрен юсанă. Кĕнеке фончĕ ỹснĕ.

Пушкин карттипе 165 мероприяти ирттернĕ.

"Çăкăр" этнографи музейĕ "Музей тата шкул - пĕрлĕхре" тĕллеве мала хурса ĕçлесе пырать. Çамрăксене ытларах патриотизмла воспитани парассине тĕпе хурать. Кунта 51 выставка ĕçленĕ. Вăл шутра республика шайĕнчисем те пур. Музея 9520 çын пырса курнă. 140 мероприяти. 266 экскурси йĕркеленĕ.

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пынă май калаçусем, лекцисем, паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ. Пĕрлехи мероприятисене вĕрентỹ, культура, библиотека системипе, муниципалитет округĕн территори, социаллă хỹтлĕх, пенси фончĕн, администраци пайĕсен, ытти обществăлла организацисен пулăшăвĕсемпе ирттереççĕ.

Историпе культура палăкĕсем те пур. Кашни çулах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунине уявлас умĕн вĕсене тасатса тирпейлеççĕ.

Туризма аталантарас ĕçре Тутар Тимешĕнчи сăвăрсен заповедникĕ, Турханти А.Кокель музейĕпе Николай Пирожков хуçалăхĕнчи ульетерапи тата ыттисем те паллă вырăн йышăнаççĕ.

Эпир хамăрăн культура пуянлăхĕпе, унăн аталанăвĕпе мухтанатпăр. Йăла-йĕркене малалла та тивĕçлĕ тытса пыма пулатпăр.

Кăçал Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсенче умма лартнă тĕллевсем те пĕчĕк мар. Вĕсене туллин пурнăçлама тăрăшатпăрах.

Наталия НИКИТИНА, администрацин культура, туризм тата информаци тивĕçтерỹ пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика