Мартăн 17-18-мĕшĕсенче Вăрмар тата Çĕрпỹ муниципалитет округĕсенче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство кунĕсем иртнĕ. Правительство кунĕсенче муниципалитетсен 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ тата 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программисене тишкернĕ.
Вăрмар муниципалитет округĕ республикăра хăмла туса илес тĕлĕшпе иккĕмĕш вырăн йышăнать. Кунта мĕн пурĕ 13 инвестици проектне 840 миллион тенкĕлĕх, туризма, строительствăпа коммуналлă хуçалăха, потребительсен рынокне, сывлăх сыхлавне, физкультурăпа спорта, вĕрентĕве, культурăна, аталантарас, экологи ыйтăвĕпе тимлес тĕлĕшпе 79 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсем пурте халăх пурнăçне хăтлăлатассипе çыхăннă. Правительство кунĕнче Çĕрпỹ муниципалитет округĕ Чăваш Ен экономикин çирĕп шăнăрĕ пулнине палăртнă. Юлашки пилĕк çулта кунта палăрмалла ырă улшăнусем тунă.
Çĕрпỹ округĕ Шупашкар агломерацийĕн 6 муниципалитечĕ йышне кĕнĕ. Малашнехи 6 çулта кунта 22 инвестици проектне 25 миллиард тенкĕлĕх тата 81 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. Аталану резервĕсем тата та пысăк. Уйрăмах коммерци пĕлтерĕшлĕ инвестпроектсемпе. Ял çыннисемпе предпринимательсен пуçарулăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Апрель 2025 |