МУНИЦИПАЛИТЕТ округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра вут-кăвар алхаснин сăлтавĕсенчен пĕри - кивелнĕ электропăралук. Чылай чухне кил хуçисем ăна улăштарма васкаманран инкек сиксе тухать. Акă, юлашкинчен Упамсари пĕр хуçалăхри гаражран амаланма пуçланă пушарăн сăлтавĕ те çакăнпах çыхăннă. Вут-çулăмра хуралтисем çунса юрăхсăра тухнă, çуртăн тăрри те сиенленннĕ. Юрать-ха, кил хуçисем çурт-йĕрне инкек-синкекрен старахланă. Пысăк тăкака кăштах саплаштарма пулать темелле.
Çулталăк пуçланнăранпа муниципалитет округĕнчи ялсенче 8 пушар (пĕлтĕр 9) пулнă.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре пушар тухас хăрушлăх пысăк тапхăр пуçланать. Çак тапхăрта çынсен вут-кăвар инкек-синкекĕнчен асăрханмалли йĕркесене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
