РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн вунпĕрмĕш çул ĕнтĕ муниципалитет округĕсенчи физкультурăпа спорт комплексĕсенче кашни уйăхрах физкультурăпа спорт кунĕсем иртеççĕ. Çирĕпленнĕ ырă йăлана çамрăксем те, аслă ăру çыннисем те хапăлласа йышăнаççĕ. Çак кунхине ФСКри тĕрлĕрен тренажер залĕнче хул-çурăма тĕреклетме, бассейнсенчи шывра ишсе киленме пулать.
Ыран, мартăн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене, хăйсен сывлăхĕшĕн, вăрăм ĕмĕршĕн тăрăшакансене хапăл туса кĕтсе илет. Паллах, çак кун мĕн пур çăмăллăх тỹлевсĕр.
Сăмах май каласан, 2024 çулта Патăрьел муниципалитет округĕнче хăйсен пурнăçне спортпа тата физкультурăпа çыхăнтарнисем 65 процент. Кăтарту çулсеренех ỹссе пырать. 2020 çултанпа çеç халăхăн 20 проценчĕ сывă пурнăç енне туртăннă.
Апрель 2025 |