«Пӑрчӑканӑм эсӗ манӑн...»

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 18:03 Просмотров: 362

"Тӑвансемшӗн чунӑм савӑ-нать" _ текен шӑнкӑравпа тухрӗҫ пирӗн пата Шупашкарта пурӑнакансем. Хӗпӗртемелӗх сӑлтавӗ те пур иккен. Надежда Петровнӑпа Леонид Васильевич Александровсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орденӗн медалӗпе(сӑн ӳкерч.к-ре)наградӑланӑ. Вӗсем ҫакна тивӗҫ те.

Надежда Петровна (Маркова) Ҫӗньял ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Леонид Васильевич – кӳршӗллӗ Ҫӑл Атӑк ялӗнчен. Вӗсем аслӑ классенче Ҫӗньялти вӑтам шкулта пӗрле вӗреннӗ. Пӗве кӗрсе пыракан хӗрпе каччӑ ҫакӑн чухнех пӗрне-пӗри куҫ хывнӑ, мӗншӗн тесен Надежда ун чухнех пултарулӑхӗпе палӑрнӑ: лайӑх вӗреннӗ, шкул пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ... Леонид вара ӑста спортсмен: йӗлтӗрпе тата ҫуран чупса район тата республика шайӗнче шкул чысне хӳтӗленӗ, малти вырӑнсене йышӑннӑ...

Алла аттестат илнӗ хыҫҫӑн иккӗшӗ те Шупашкара ҫул тытнӑ: Надежда Петровна кооператив техникумӗнче товароведа, Леонид Васильевич механикӑпа технологи техникумӗнче вӗреннӗ. Тӗп хуламӑртах тӗпленнӗ, ҫемье ҫавӑрнӑ. Александровсем иккӗшӗ те "Букет Чувашии" пӗрлешӳре ӗҫлеме пуҫланӑ. Надежда – оператор, Леонид – водитель.

Ӗҫ ҫынна мухтава кӑларать. Ҫакна Тав хучӗсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Леонид Васильевичӑн транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑх Министерствин Тав хучӗпе Хисеп грамоти пур. Вӑл ҫамрӑклах ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ, ашшӗпе Василий Ильичпа пӗрле комбайнпа ӗҫлеме ҫӳренӗ, амӑшӗ – Вера Ивановна – тирпейлӗхе ачаранах хӑнӑхтарнӑ.

Надежда Петровна "Букет Чувашии" пӗрлешӗвӗн Хисеп хучӗсене пӗрре мар тивӗҫлӗ пулнӑ. Тата Шупашкарти 49-мӗш номерлӗ шкул, ача садӗнчи администрацисем нумай Тав хучӗпе чысланӑ.

Пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ вӗсем. Улмисем йывӑҫҫинчен пӗртте аякка ӳкмен: Артем университетра пӗлӳ пухать, йӗлтӗрпе чупса нумай хулара малти вырӑнсене йышӑннӑ, Ильяпа Денис вӑтам шкулта пӗлӳ пухӑҫҫӗ, иккӗшӗ те "5" паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, хаваспах футбол секцине ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗннисем вара  – ача садне: Ефим кӑҫал шкула каять, Ксюша 4 ҫулта кӑна пулсан та ташлама вӗренме ҫӳрет.

Александровсем шкулта, ача садӗнче иртекен мероприятисене яланах ҫемьепе хутшӑнаҫҫӗ. "Атте, анне, эпӗ" спорт вӑййинче пӗр хутчен ҫеҫ мар ҫӗнтӗрӳҫӗ пулнӑ  вӗсем.

Амӑшӗн тепӗр енлӗ пултарулӑх пур. Надежда – алӑ ӗҫ ӑсти. Мӗн кӑна ҫӗлеме, ӑсталама пӗлмест-ши вӑл? Ачисене уяв костюмӗсене те хӑйех ҫӗлесе тӑхӑнтартать. Ҫыхма, тӗрлеме те маттур. Ку пултарулӑх Надеждӑна амӑшӗнчен куҫнӑ.

Александровсем хӑйсем те йышлӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Леонидӑн аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пур, Надежда тата пуянрах – 4 пиччӗшӗ тата йӑмӑкӗ куҫ тулли. Пӗр-пӗрне хисеплесси йӑлара вӗсен. Ӑрӑва малалла тӑсакансене те ҫавнах хӑнӑхтарса пыраҫҫӗ, ҫамрӑкранах ӗҫе явӑҫтараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗрне тӗрев парса, ҫур сӑмахран ӑнланнине туйса ӳсеҫҫӗ ачисем. Хваттерти тасалӑхпа тирпейлӗхрен чӑннипех те тӗлӗнме пулать. Леонид Васильевич ҫакӑншӑн мӑшӑрне тав тӑвать. Пӗр-пӗрин ҫине сасӑ хӑпартас, тиркесе калаҫас йӑла ҫук телейлӗ ҫемьере. Ун вырӑнне Леонид мӑшӑрне: «Пӑрчӑканӑм эсӗ манӑн!» – тесе ҫепӗҫҫӗн ыталать. Вӑр-вар пулнишӗн, пур ҫӗре те ӗлкӗрнишӗн ҫапла хаклать вӑл мӑшӑрне. Пирӗн вара ӑна «чӗкеҫ» теес килет. Вӑл ӑш-пиллӗн калаҫса пӗр чӗлхе тупма пӗлет. Шӑпчӑк та теес килет: ирех тӑрса ӗҫ тытнишӗн, ыйхӑ мӗнне пӗлмесӗр ҫемьешӗн тӑрӑшнишӗн, юратнӑ ӗҫе юрла-юрла ӗҫленишӗн…

Ҫакӑн пек ҫирӗп те тӗреклӗ ҫемьесемпе пуян та ӗнтӗ пирӗн Чӑваш ен! (420).

Альбина Иванова

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика