Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 18:01 Просмотров: 341

Кибернетик, математик, техника наукисен докторĕ, профессор, Тутарстан Республикин наука академийĕн чăн членĕ, Тутарстан Республикин Писателĕсен союзĕн членĕ, Тутарстан Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Джалиль ячĕллĕ республика премийĕн лауреачĕ, наукăпа техника облаçĕнче Тутарстан Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Джавдет Шевкетович Сулейманов (15.03.1955) 70 çул каялла Кзыл-Чишмара çуралнă.

Джавдет Сулейманов Хусан патшалăх университечĕн механикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1977 çултанпа Хусан патшалăх университетĕнче ĕçлет: вĕрентỹ ĕçĕн инженерĕ, аслă преподаватель, теори кибернетикин кафедрин доценчĕ, Информатика институчĕн директорĕн çумĕ, 2001 çултан - теори кибернетикин профессорĕ. 2000-2008 çулсенче - Информатика интитучĕн лабораторийĕн заведующийĕ. 1993-2009 çулсенче - Тутарстан Республикин наука академийĕпе Хусан патшалăх университечĕн пĕрлехи лабораторийĕн заведующийĕ. 2004-2006 çулсенче - Тутарпа Америка регион институчĕн экономикăри прикладной информатика кафедрин заведующийĕ. 2004-2007 çулсенче - Тутарстан Республикин наука академийĕн член-корреспонденчĕ. 2009 çултан - Тутарстан Республикин наука академийĕпе А.Н.Туполев ячĕллĕ Хусан патшалăх техника университечĕн СНИИ "Прометей" директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, 2009 çултан - Тутарстан Республикин наука академийĕн "Прикладная семиотика" наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ.

Джавдет Шевкетовича Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин Хисеп хучĕпе, "Хусан 1000 çул тултарнине асăнса" юбилей медалĕпе наградăланă.

х х х

Ученăй, экономика наукисен кандидачĕ, профессор, ООН çумĕнчи тĕнчери информатизаци академийĕн академикĕ Алексей Петрович Яковлев (16.03.1960) 65 çул каялла Шăхачра çуралнă

. Алексей Яковлев - Шупашкарти строительство техникумĕн тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн КПСС ХХV сьезд ячĕллĕ колхозра инженер-строитель пулса ĕçленĕ. Кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институтĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче тăрăшнă. 1993-1998 çулсенче - Чăваш Республикин экономика министерствинче пай пуçлăхĕн çумĕ, пай пуçлăхĕ, департамент директорĕн çумĕ, вице - президентăн - Министрсен Кабинечĕн Председателĕн секретариачĕн ертỹçи. 1999 çултан - Санкт-Петербургри техника университечĕн Шупашкарти институчĕн вĕрентỹпе техника пайĕн директорĕн çумĕ, Мускаври гуманитари институчĕн кафедра заведующийĕ, Мускав патшалăх социаллă университечĕн профессорĕ, Мускаври çул-йĕр институчĕн профессорĕ. Хальхи вăхăтра - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн кафедрин доценчĕ.

Ентешĕмĕр 60 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра монографисен те.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика