Хĕрарăмсем спортра та харсăр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:59 Просмотров: 314

 "Паттăр" спорт шкул базинче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă "Хĕрсем стартра" фестиваль иртрĕ. Ку хутĕнче вăл иккĕмĕш хут пулчĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕскере малашне çулленех йăлана кĕртесшĕн.

Мероприятие хĕрарăмсен 20 команди хутшăнчĕ. Вĕсем пурте хăйсен спортри хăнăхăвне кăтартрĕç. Малтанах "Паттăр" спорт шкулĕн тренерĕ Татьяна Торговцева ертсе пынипе шăм-шака ташă хусканăвĕпе çемçетрĕç.

Кайран дартсра дротиксем ывăтса, боулингра шарсем кустарса, пневматика винтовкинчен тĕл персе, кире пуканĕ çĕклесе ăмăртрĕç. Унтан ГТО нормативĕпе çыхăннă эстафетăна тăчĕç.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уяв кăмăлне çĕклеме пулăшрĕ. Вăл хĕрарăмсем çемье пурнăçĕпе ĕçе тивĕçлĕ илсе пынине, çав вăхăтрах спорт валли те вăхăт уйăрма пултарнине палăртрĕ. Тупăшура пĕрремĕш вырăна Туçа территори пайĕн команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшĕнче - Ыхра Çырминчи территори пайĕ, виççĕмĕшĕнче ФСК хастарĕсем.

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика