Татьяна Овечкина 2021 çултанпа Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче теори дисциплинипе хор уйрăмĕн преподавателĕнче ĕçлет. Вăл пĕрремĕш категориллĕ специалист.
Шкулта вĕреннĕ чухнех Таня сăвă вулассипе конкурссене хутшăннă, Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕ çумĕнчи музыка тата ташă кружокĕсене çỹренĕ. 2016 çулта Канашри педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан Чăваш патшалăх культура тата искусство институтне çул тытнă. Студент чухне те Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.
Татьяна Алексеевна тăрăшулăхпа палăрать. Ĕçре вĕренекенсемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕпе, пĕр йышра вăй хуракансемпе туслă çыхăнура. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ, кирлĕ хăнăхусем пама тăрăшать. Вĕсемпе уйрăммăн ĕçлеме пултарать. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене туллин тивĕçтерсе занятисем ирттерет. Хăй те мероприятисенче хастарлăхпа палăрать.
Унăн вĕренекенĕсем те маттур. Тĕрлĕ шайри фестивальпе конкурсра малти вырăнсене йышăнаççĕ. Мала тухакансемпе призерĕсем тĕнче, Раççей, регион, муниципалитет шайĕн- че те пур.
Алăри ачи пĕчĕк чухнех 2023 çулхи декабрьте Чăваш Республики чысне Раççейри Мускав хулинчи ВДНХара çĕкленĕ çĕре явăçрĕ.
Таня иртнĕ çултанпа Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн профсоюз комитечĕн председателĕ те.
Стипендиатăн Хисеп тата Тав хучĕсем те нумай. Вăл вĕренекенĕсемшĕн те, ĕçтешĕсемшĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ.
Татьяна Алексеевна çулленех "Юрату тата тимлĕх" проекта хутшăнса ватăсем патне тата организацисене концертпа çỹрет.
Муниципалитет округĕнче иртекен Акатуй-Сабантуйра вăйăсем йĕркелет.
Тĕп хуламăр 555 çул тултарнине паллă тунă май, "Янра, Шупашкар юрри!" мастер-класа хутшăнчĕ. Çамрăк специалиста пуçарулăхĕ, ĕçченлĕхĕ, ертсе пырас пултарулăхĕ, тимлĕхĕ пуртан стипенди илме тăратнă. Тивĕç те вăл ăна.
Апрель 2025 |