Ылтăн туй ячĕпе - ылтăн çĕрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:49 Просмотров: 350

 Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи Мăшăрлану керменĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хисеплĕ мăшăрсене - Патăрьелĕнчи Рифкать Загитовичпа Румия Нурулловна Сафиулловсене тата Кивĕ Катекри Петр Васильевичпа Любовь Яковлевна Кузнецовсене - ылтăн туй, çемье çавăрни 50 çул çитнĕ ятпа саламларĕç.

Сафиулловсемпе Кузнецовсем пирки нумай ырă та ăшă сăмах калама пулать. Иккĕшĕ те çирĕп те туслă, ачисемпе мăнукĕсемшĕн çеç мар, çитĕнекен ăрушăн та тĕслĕхлĕ çемьесем. Мăшăрсем каччăпа хĕр чухне хыпса илнĕ юрату туйăмне паяхи кунчченех чыслăн упраççĕ.

Тутар Сăкăтĕнче çуралса ỹснĕ Рифкать Загитовичпа Румия Нурулловна пĕр-пĕрне мĕн ачаранах палланă, пĕрле выляса ỹснĕ. Майĕпен каччăпа хĕрĕн паллашăвĕ таса туйăма куçнă, шăпах 50 çул каялла юратуллă икĕ чĕре пĕрлешсе çемье çавăрнă. Паян вĕсене виçĕ ачипе çичĕ мăнукĕ хавхалантарса пырать.

Кивĕ Катекри Кузнецовсен çемйине те тавра ялта, округра пĕлмен çын çук-тăр. Студент чухне ăнсăртран паллашнă каччăпа хĕр икĕ çул хăйсен туйăмне тĕрĕсленĕ хыççăн туй кĕрлеттернĕ. Петр Васильевич та, Любовь Яковлевна та округра хисеплĕ, тỹрĕ чунлă çынсем. Вĕсем те виçĕ ача çуратса ура çине тăратнă, паян ултă мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.

- Патăрьел муниципалитет округĕнче ĕçчен те пултаруллă, халăхшăн, обществăшăн, хамăр тăрăх аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшакан çынсенчен пĕрисем - Сафиулловсемпе Кузнецовсем. Эпир чăннипех те сирĕнпе чун-чĕререн мăнаçланатпăр, малашне те çемье йăли-йĕркине тытса пыма, округ пурнăçне хастар хутшăнма сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр,- терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов юбилярсене пысăк уяв ячĕпе саламланă май.

Патăрьелĕнчи ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина, Патăрьел тата Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕсен пуçлăхĕсем Николай Андреевпа Станислав Никитин та ентешĕмĕрсене ылтăн туй ячĕпе саламласа мĕн пур ыррине çеç сунчĕç.

ПĔЛМЕ

Иртнĕ уйăхра Патăрьел муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕнче гражданла тытăмăн 69 актне шута илнĕ.

Февральте 13 ача çуралнă: 5 арçын ача, 8 хĕрача. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 2 ача ытларах.

Виçĕ çемьере пĕрремĕш пепке сас панă, виççĕшĕнче иккĕмĕш "çĕнĕ кайăк" савăнтарнă, те- пĕр виçĕ мăшăр виççĕмĕш чун тĕпренчĕкне алла илнĕ, тăватă çемьери ашшĕпе амăшне пиллĕк- мĕш ача çуратнă ятпа саламланă

. Мĕн пурĕ 37 çын вилнĕ. Вĕсенчен 20-шĕ арçынсем, 17-шĕ хĕрарăмсем.

Арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 63 (пĕлтĕр çак вăхăтра 74 çул пулнă), хĕрарăмсен 75 çул (77 çул пулнă).

Пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче те, кăçалхинче те пилĕк мăшăр уйрăлнă.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика