Çул çитмен ача преступлени сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:42 Просмотров: 319

Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ. Анлă ларура çул çитмен ача преступлени сăлтавĕ ан пултăр тесен профилактика субъекчĕсен пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ĕçсем, ку тĕлĕшпе тăрăшмалли малашнехи плансем пирки ыйтусене çивĕчлетрĕç.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен пай начальникĕ Алексей Алякин хăйĕн докладĕнче муниципалитет округĕнчи çитĕнекен ăру 2025 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче преступлени тăвас- сипе оперативлă лару-тăру начар мар пулнине пĕлтерчĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта икĕ тĕслĕхе (Патăрьел тата Тăрăн территори пайĕсенче) шута илнĕ, ку таранччен ун пекки пулман. Çулталăк пуçланнăранпа пай сотрудникĕсем 28 административлă протокол (пĕлтĕр 25) çырнă. Асăннă тапхăрта РФ КоАПăн 5.35 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн 23 ашшĕ-амăшне çул çитмен ачисене кирлĕ пек воспитани паманшăн явап тыттарнă. Ку тĕлĕшпе кăтарту кăшт пысăкрах. Малашне йĕрке хуралçисемпе пĕрлех ытти профилактика субъекчĕсен те йывăр, ăнăçсăр çемьесемпе ытларах тимлемеллине палăртрĕ Алексей Алякин.

 Сăмах май каласан, паянхи куна полицин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕнче 26 ача (иртнĕ çул 30) шутра тăрать. Вĕсенчен 9-шĕ шкул ачи, 16-шĕ агротехникумра вĕренекен, пĕри ĕçлекен ача.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсем çул çитмен ачасем тата çамрăксем наркотик хатĕрĕпе, алкогольпе, чикарккăпа ан явăçччăр тесе тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулу ирттереççĕ, ачасем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче кăнтăрла та, каçхине те тухса рейдсем йĕркелеççĕ тата ытти те. Кăçал ку таранччен çул çитмен пĕр ача каçхине обществăлла вырăнта пĕччен çỹренине тупса палăртнă. Аса илтеретпĕр: 18 çул тултарман ачасем хĕллехи вăхăтра 22 сехетчен, çулла 23 сехетчен çеç урамра пĕччен çỹреме пултараççĕ.

Анлă ларура çул çитмен ачасемпе ăнсăртран, тулаш сăлтавсемпе пулакан инкексем, социаллă йывăр лару-тăрури çул çитмен ачасемпе, вĕсен çемйисемпе ĕçсене мĕнле йĕркелени пирки муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт упаравленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов тата округри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр сотрудникĕ Елена Абужарова тухса калаçрĕç.

 Хальхи вăхăтра полицин çул çитмен ачасемпе ĕçлекенсен пайĕнче ытларах Патăрьелĕнчи агротехникумран тĕрлĕрен "хура" ĕç тунă ачасем шутра тăраççĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ, тĕрлĕрен çемьере çитĕнекен ачасем вĕренеççĕ. Студентсене кирлĕ пĕлỹ парас, спортпа аталантарас, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес, çул çитмен ачасем право йĕркине ан пăсччăр тесе тăрăшас тĕллевпе пурнăçласа пыракан ĕçсемпе Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн ертỹçи Алексей Логунов паллаштарчĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика