Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çуртĕнче Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă салтаксен амăшĕсене, мăшăрĕсене, тăванĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕç (сăн ỹкерчĕкре).
Уявпа вĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу кỹрекен "Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьел округĕнчи социаллă координаторĕ Алена Петрова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная турăшĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, Чăваш Енри мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.
- Сирĕн чун ыратăвне эпир те пĕрле пайлатпăр, тĕрев пама тăрăшатпăр. Паттăр ывăлсем çуратса ỹстернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Пĕлсех тăрăр: эсир пĕччен мар. Çĕршыва сыхласа пуçне хунă салтаксене яланах асра тытăпăр, - терĕ Светлана Чернова.
Уяв программи тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Илĕртỹллĕ мастер-классем ирттерчĕç. Калаçăва çавра сĕтел хушшинче йĕркелерĕç.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, ача садне çỹрекенсем, шкулсенче вĕренекенсем вара чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕç.
Уява хутшăннисене чĕрĕ чечексем, парнесем пачĕç.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Апрель 2025 |