ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн Мăн кун умĕнхи Аслă типпĕн иккĕмĕш эрни пырать. Мăсăльмансен Ураза типпи те уйăх вĕçленичченех малалла тăсăлать. Çак тапхăрта ырă та пархатарлă ĕçсем ытларах туни кашни çыншăн сăваплă пулĕ. Чăн малтанах хальхи вăхăтра Çĕнтерĕве çывхартас тесе Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене май пур таран ытларах пулăшмалла. Хỹтĕлев сеткисем çыхнă, окоп çуртисем хатĕрленĕ çĕре хутшăнмалла. Ку тĕлĕшпе вăйсене пĕрлештерни паянхи кун тата ытларах кирлĕ.
Апрель 2025 |