Çак кун çул-йĕр инспекторĕсен аллине "çакланнă" хĕрарăмсем - телейлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:30 Просмотров: 322

ПАЯН руль умне ларса çула тухакансем хушшинче хĕрарăмсем, пикесем те йышлă. Ытти чухне чиперккесене çул-йĕр инспекторĕсем час-часах та чармаççĕ темелле. Саккуна пăхăнакансемшĕн пушшех яланах симĕс светофор. Çулталăкне пĕр кун, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕнче вара патруле тухнă йĕрке хуралçисем руль умĕнчи кашни чиперккене чарнă. Кăçал та çаплах пулнă. Анчах та вĕсенчен пĕринчен те документсене кăтартма ыйтман. Ун вырăнне хĕвел пек çиçекен пикесене пурне те уявпа тюльпан чечекне парнеленĕ. "Тюльпан патрулĕ" акцие хутшăнса çак кунхине инспекторсем округ территорийĕнче вуншар-вуншар хĕрарăма уяв ячĕпе саламласа савăнтарнă

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика