Кайăксене пулăшар

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:55 Просмотров: 382

 Вĕçен кайăсем - пирĕн туссем. Хĕлле вĕсене пурăнма питех те йывăр. Çавна шута илсе кăçал та сырăшсем турăмăр. Вĕсене воспитательсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăсталарĕç. Хĕл каçипе унта тĕрлĕ апат-çимĕç хурса тăтăмăр. "Хăнана" уйăпсемпе чĕвĕлти çерçисем те, кăмăллă кăсăясем те вĕçсе килеççĕ, "столовăйĕнче" апатланаççĕ. Малашне те килсех тăччăр вĕсем унта. Тутлă апат яланах пур.

 Ăшă кунсем пуçланчĕç. Кĕçех шăнкăрчсем вĕçсе килĕç. Вĕсене валли "çуртсем" хатĕрлеме тытăнтăмăр. Йăвасенче кайăксем чĕпсем кăларса тавралăха сыхлама йыш хушĕç.

Галина КИРГИЗОВА, Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕн воспитателĕ

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика