Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:54 Просмотров: 534

 Мартăн 3-мĕшĕ. Çак кун 1799 çулта Федор Федорович Ушаков ертсе пынипе вырăс эскадри Корф крепоçне штурмпа илнĕ.

Мартăн 18-мĕшĕ. Çак кун 1809 çулта вырăс çарĕсем шведсемпе пынă çапăçура Ботника заливĕ урлă пăр тăрăх каçса паттăрлăх кăтартнă.

Мартăн 22-мĕшĕ. Çак кун 1915 çулта вырăс çарĕсем Перемышль крепоçне парăнтарнă.

Мартăн 27-мĕшĕ. Çак кун 1111 çулта Владимир Мономах ертсе пынипе Сальница çывăхĕнче половецсене çапса аркатнă.

 Мартăн 31-мĕшĕ. Çак кун 1814 çулта вырăс çарĕсем I Александр имеператорпа пĕрле Парижа чаплăн пырса кĕнĕ. Францин тĕп хулине парăнтарнă хыççăн Наполеон патшаран тухнă.

Яндекс.Метрика