Канашри "Локомотив" спорт шкулĕн базинче 2011-2012 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче хулан хисеплĕ гражданинĕн Юрий Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ иртнĕ.
Унта 6 регионтан - Оренбург облаçĕнчен, Мускав хулинчен, Тутарстанран, Мари Эл, Мордва, Чăваш Республисенчен - 178 спортсмен хăйсен пултарулăхне кăтартнă. "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем пилĕк наградăна тивĕçнĕ. Нияз Ильясов (70 килограмлă виçепе) иккĕмĕш, Евгений Майоров (36), Самир Ибетов (54), Николай Каллин (58), Глеб Волков (70) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
Çамрăксемпе Вячеслав Спиридоновпа Владислав Анюров тренерсем ĕçлеççĕ.
Апрель 2025 |