Геннадий Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта поэзие юратакансен "Айхи вулавĕсем" конкурс иртрĕ. Сумлă ентешĕмĕр çак ялта 1934 çулхи августăн 21-мĕшĕнче учитель çемйинче çуралнă. Пурнăçран уйрăлнăранпа вара - 19 çул. Геннадий Николаевич Раççей тата Европăри тĕрлĕ çĕршыв, Чăваш Енри литература премийĕсен лауреачĕ.
"Айхи вулавĕсем" конкурс умĕн çĕршывшăн пуçне хунă паттăрсене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен яла 135 çын каялла таврăнайман. Ун хыççăнхи çапăçусенче, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче вилнисем те пур.
Кăçалхи конкурса Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалланăран, ачасем чăваш сăвăçисен вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсене вуласа та ăмăртрĕç.
Тупăшăва муниципалитет округĕнчи мĕн пур шкултан 60а яхăн вĕренекен хутшăнчĕ. Кашниех суйласа илнĕ сăвва витĕмлĕн, янăравлăн калама тăрăшрĕ. Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкултан килнĕ Кирилл Пашкин Геннадий Айхишĕн Митта премийĕ питĕ хаклă пулнине шута хурсах-тăр, çав вăхăтра çырнă сăввине вуларĕ.
Ачасен пултарулăхне хаклакансемшĕн мала тухакансене палăртма ансат пулмарĕ. Тепĕр тесен, чĕрене пыракан йĕрке артист ăсталăхĕпе вуламасăрах асра юлать.
"Геннадий Айхин чăвашла тата вырăсла сăввисем" номинацире Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Николай Ларев (вĕрентекенĕ И.Тихонова), Геннадий Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Яна Карзакова (Р.Родионова), Сăкăтри вăтам шкулти Юлия Мердина (Е.Анюрова), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Анжелика Паймина (С.Кулакова), Турханти вăтам шкулти Людмила Ершова (Е.Мылова); "Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă сăвăсем" номинацире Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнчи Дария Иванова (Т.Калькина), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Яна Рубцова (Н.Путякова), иккĕмĕш вăтам шкулти София Цыганова (Т.Дмитриева), Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи Софья Игнатьева (Э.Селиверстрова) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Мала тухнисем муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.
Любовь ТИТОВА
Апрель 2025 |