Педагогикăна халалланă пурнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:47 Просмотров: 377

 Хирти Пикшикри Талия Незиповна Земдихановăна (ỹкерчĕкре) ялта ырă кăмăллă та ытарайми анне, эпи, ăшпиллĕ те тарават хĕрарăм, пултаруллă общество хастарĕ, хисеплĕ педагог-ветеран пулнипе пĕлеççĕ. Тăван ялти вăтам шкулта 43 çул кĕçĕн класра вĕрентекенсен учителĕнче тăрăшнă виçĕ ача амăшне кашни уяв ячĕпех аякран та, çывăхран та чуна ăшăтакан салам тата тав сăмахĕсем вĕçсе çитеççĕ. Вĕсем пурте пĕрремĕш учительницине пурнăçра анлă çул çине тăма пулăшнăшăн пуç таяççĕ. Ытти çулсенчи пекех Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче те Талия Незиповна выпускниксен саламĕсенчен куççулленмесĕр чăтаймĕ. Паян вĕсене пурне те иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче пĕр ятпа "манăн ачасем" тесе чĕнет.

Талия ăнсăртран çеç учитель профессине алла илмен. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Незип Загитовичпа Гельмибиян Халиулловна Алимовсем иккĕшĕ те (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) аслă пĕлỹллĕ учительсем пулнă. Çемье пуçлăхĕ - ăста математик, амăшĕ - вырăс чĕлхипе литература учительници. Çавăнпа та хĕрача шкулта вулама-çырма вĕренсенех вĕсем пек вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Кĕçĕн класра чухне амăшĕ ирттерекен уроксене сахал мар кайса итлесе ларнă. Уроксем хыççăн унпа пĕрле доска çине пурăпа сăмахсем çырни те, хушма-кăларма вĕренни те асрах. Аслă класра та хĕрачан учитель пулас ĕмĕчĕ сĕврĕлмен. Çавăнпа та вăл сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăн малтан Хусанти педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1978 çулта çамрăк специалист тăван шкула ĕçлеме килнĕ. Ĕç стажне тỹрех кĕçĕн класс учителĕнчен пикенме май пулман. Хĕрачана чăн малтанах лаборант пулма шаннă. Çав вăхăтрах тутар чĕлхине вĕрентнĕ. Тепĕр çулах аслă пĕлỹ илес шутпа Ульяновскинчи пединститута вĕренме кĕнĕ. 1982 çултан вара вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ, класс ертсе пынă. 1994 çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех педагогика ăсталăхне кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе туптанă.

 - Кирек мĕнле ĕçе те чун-чĕререн юратса пурнăçласан çеç унăн "çимĕçне" туйма пулать. Ĕмĕр тăршшĕпех юратнă профессипе ĕçлеме тỹр килнишĕн, хальхи вăхăтра та хамăн выпускниксемпе çыхăну тытнишĕн хĕпĕртетĕп. Паян вĕсем хушшинче хам пек педагог та, тухтăр та, инженер тата ытти профессипе тăрăшакан та пур. Çакă, паллах, кашни учителе савăнтарать,-кăмăлтан каласа парать Талия Незиповна.

Талия Земдиханова хăйĕн юратнă профессийĕпе тăватă теçетке çул ытла та тỹрĕ чунпа тăрăшса район, республика шайĕнче чылай Хисеп грамотине, Тав хутне тивĕçнĕ. Паян çемье архивĕнче упранакан чыславсем хушшинче чи сумли 2015 çулта тивĕçнĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят. Сăмах май каласан, Талия Незиповнасем пиллĕкĕн пĕр тăван. Пурте аслă пĕлỹллĕ, кашнийĕ пурнăçăн анлă çулĕнче хăйсен вырăнне тупнă. Ульяновскинче пурăнакан Ферида йăмăкĕ те тава тивĕçлĕ педагог. Унăн хĕрĕсем те Алимовсен енĕпе çемье династине малалла тăсса шкулта ĕçлеççĕ. Çапла вара паянхи кун чи çывăх çынсем хăйсен пурнăç шăпине ачасене тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăнтарнисен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 300 çултан та иртнĕ!

Ĕçре пултаруллă çын общество пурнăçĕнче те хастар. Талия Земдиханова пирки те çакнах калама пулать. Чылай çул вăл участокри суйлав комиссийĕн председателĕ пулса тăрăшнă. Хальхи вăхăтра та Хирти Пикшикри халăх театрне çỹрет, тĕрлĕрен спектакльсенче çĕнĕ сăнарсене калăплатать. Вăл яланах куракансемшĕн юратнă сцена ăсти. Театр артисчĕсен Хусанта, Ульяновскинче, республикăра, округра иртекен тĕрлĕ конкурспа фестивале те хутшăнма мехел çитерет. Паян та ĕç ветеранĕ шкул, территори пайĕн пурнăçĕнчен айккинче тăмасть. Çамрăксене, кирлĕ пулсан ыттисене те ырă сĕнỹ-канашпа пулăшать.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика