Кăтартуллă та, маттур та

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:46 Просмотров: 401

 Хирти Пикшикри вăтам шкулта ĕçлекенсем ачасен тавра курăмĕ анлă, ăс-тăнĕ çивĕч пултăр тесе çине тăрса тăрăшаççĕ. Çитĕнекен ăрăва мĕн вĕреннине çирĕплетме урок тулашĕнчи мероприятисем те йĕркелеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕренекенсем муниципалитет, республика шайĕнче, ун тулашĕнче иртекен олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче призлă вырăнсене йышăнаççĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче те кăтартуллă вĕсем.

Пĕрне çеç илер. Диана Иванкина (ỹкерчĕкре) кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Спорта килĕштернĕ. Тĕрлĕ предметпа кăсăклансах вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра та хастарлăхĕ пысăк. Чылай предметпа олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать. 2024-2025 вĕренỹ çулĕнче 4 предметпа (истори, математика, биологи, ОБЖ) çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Раççей шайĕнче Хусан хулинче йĕркеленĕ математика олимпиадинче (ертỹçи М.Клементьева) виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Пĕчĕкренех Диана "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене кăмăллать. Муниципалитет шайĕнче иртекеннисене хастар хутшăнать. Йĕлтĕрпе ярăнассипе иккĕмĕш разряд тултарчĕ. Диана иккĕмĕш хут ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçет. Муниципалитет шайĕнче, республикăра иртекен ăмăртусенчен медальсемпе таврăнать.

Çавăн пекех Диана оратор ăсталăхĕпе "Килсе курăр хăнана" видеороликсен çĕнтерỹçи (ертỹçи И.Пестрова) пулчĕ.

Шкулта вĕренекен пуриншĕн те кăтартуллă, маттур. Вĕренỹре "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.

Ашшĕ-амăшĕ те хĕрне тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшни куç умĕнче.

Виктор АНТИПОВ

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика