Пултаруллă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕнче шкулта вĕренекенсен тăван ен культурипе регион шайĕнчи олимпиади иртнĕ. Унта пирĕн муниципалитет округĕнчен Сăкăтри вăтам шкулти 9 класа çỹрекен Эвелина Анюрова та хутшăннă, призера тухнă. Хĕрачана олимпиадăна Елена Анюрова вĕрентекен хатĕрленĕ.
х х х
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче чăваш чĕлхипе литературине юратакансен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Олимпиадăна Чăваш Енри тата Тутарстан Республикинчи муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтернĕ 9-11 классенче вĕренекен 146 ача хутшăннă. Вĕсем ĕçсене çырса хуравланă тата ăсталăх хушăвĕсене пурнăçланă.
Ачасен ĕçĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн, республикăри вĕрентỹ институчĕн преподавателĕсемпе профессорĕсем хакланă.
Олимпиадăра Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Анастасия Краснова çĕнтерỹçĕ пулнă. Ертỹçи - Светлана Кулакова. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Е.Агашевăпа 10 класри Л.Пуговкина призера лекнĕ. Вĕсемпе Светлана Никитина вĕрентекен ĕçленĕ.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2025 |