Вĕсем - Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:39 Просмотров: 431

Олег Николаев, ЧӑвашРеспубликинПуҫлӑхӗ:

 Пурнăçа лайăх енне улăштармалли тĕп паллăсем - Тăван çĕршыва юратни, ачалăх иртнĕ вырăнсене хисеплени, чуна çывăх ĕç пурри. Патриотизм теми çак самантра сиксе тухнăскер мар. Ку ыйтăва эпир тахçанах хускатнă, ăна тĕрлĕ енлĕ аталантаратпăр, вĕрентỹ, воспитани сферисенче çирĕплетсе пыратпăр.

Ятарлă çар операцине Çĕнтерỹпе вĕçлесси пирки иккĕленместпĕр. Ку енĕпе эпир пĕр шухăшлă тата пĕр тĕллевлĕ. Кашни салтак - Герой! Вĕсене паттăрлăхшăн, хастарлăхшăн, çирĕплĕхшĕн тав тăватпăр. Хирти Пикшикри вăтам шкулта сумлă лару- тăрура "Çар тивĕçĕ - чыс тата шăпа" стенд уçнă.

Пирĕн çĕршыв паян кăткăс вăхăтра пурăнать. Раççей неонацизма хирĕç тăчĕ. Çак йышра пирĕн паттăр ентешсем те пур. Шăпах çавсене, шкул выпускникĕсене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене чысласа иртнĕ те мероприяти.

Стенда уçма Украинăри ятарлă çар операцинче тăракан Д.Аксянов, А.Калмыков, вĕсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем, чĕннĕ хăнасем, вĕренекенсем тата вĕрентекенсем хутшăннă.

Сумлă мероприяти Раççей гимнĕпе ялавне çĕкленинчен пуçланнă. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова çĕршыв хỹтĕлевçисене тав тунă. Унăн сăмахне Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов малалла тăснă. Шкул директорĕ Илдар Камалетдинов ентешсен çитĕнĕвĕпе хăпартланнине палăртнă.

Шкулта вĕренекенсем патриотла юрăсем юрланă, сăвăсем каланă.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунисене асра тытса пĕр самант шăп тăнă.

Малалла паянхи паттăрсем вĕренекенсемпе паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем чылайччен "Çар тивĕçĕ - чыс тата шăпа" стендпа паллашнă.

Шкулта вĕренекен кашни ăрушăнах стенд унпа паллашса паттăрсемпе мăнаçланмалли вырăн пуласса шансах тăрас килет.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика