ТЕЛЕФОН мошенникĕсем хăйсен пайтишĕн çынсене пĕрин хыççăн теприне улталаса укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен шар кăтартма пăрахмаççĕ-ха. Сирĕн пата шăнкăравлакан палламан çынсем яланах тĕрлĕ мелпе шанăçа кĕреççĕ, "банк ĕçченĕ" тесе паллаштарнă хыççăн çынна сехĕрлентерсе ỹкерекен хыпарсем пĕлтереççĕ. Имĕш, çыннăн счечĕ çинчи укçине вăрланă, ăна хăрушсăр счет çине куçарма май пур. Е пенси фончĕн ĕçченĕ пулнине ĕнентерсе СНИЛС номерне ыйтаççĕ тата ытти те. Кирек мĕнле пĕлмен номерпе сирĕн пата шăнкăрав çитсен те унпа калаçмалла мар. Çакă мошенниксемпе çыхăннă хăрушлăха сирмелли чи лайăх мел.
Апрель 2025 |