Урнă тилле пула йĕркеленĕ карантин вĕçленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:37 Просмотров: 471

 ÇĔНĔ çул умĕн Туçа территори пайĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăма урнă тилĕ тапăнни, çавна май тискер чĕрчун виллине Шупашкарти ветлабораторинче тĕрĕсленĕ хыççăн вируса малалла аталанма парас мар тесе Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе иртнĕ çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен карантин пуçланни пирки вулакана пĕлтернĕччĕ. Çак тапхăрта округри ветеринари специалисчĕсем амака пĕтермелли мерăсене çирĕп пăхăнса ĕçленĕ, карантина ăнăçлă ирттерсе янă. Сăмах май каласан, çакăн пек тĕслĕхсем тĕл пулсан çийĕнчех ятарлă службăсене, территори пайне шăнкăравласа пĕлтермелле.

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика